«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2025»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2025»



Паян, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чăваш чĕлхи кунне, Раҫҫейри Тӑван ҫӗр-шыв хӳтӗлевҫин ҫулталăкне тата Чăваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2025» вӗренӳ акцие Вӑрмар тӑрӑхӗнчи пур вӗренӳ учреждени, воспитательсем, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ хастар хутшӑнчӗҫ.

📌Акцин тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси, ăна упраса хăварасси тата аталантарасси.

📝Василий Алентей ҫырнӑ “Ҫӗнтерӳ салтакӗ" текст шухӑшĕпе те, содержани тĕлĕшĕнчен те, артист вулани пурне те килĕшрĕ.

☝🏻Акци усăллă та тухăҫлă иртрĕ, хутшăнакансем хăйсен пĕлĕвне, чăвашла йăнăшсăр çырассине, чарăну паллисене тĕрĕс лартассине тĕрĕслерĕç.